Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх

 

10534Хӑрӑк йывӑҫа касма ҫӑмӑл.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10535Хӑш-пӗр ҫынсем кӑмака ҫинче выртнипех ҫиме кӗтеҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10536Хӑш-пӗр ҫынсем кӑшт ҫитӗнӳсем тусанах канма лараҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10537Хӑяккӑн выртса тияккӑна тухма ҫук, тӳртӗн пӑхса тӳре пулма ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10539Хӗрсе ӗҫлекене Хӗресук та юратать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10540Хӗрсе ӗҫленӗ чух йӗм кантри те чӑрмантарать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10541Хӗрсе ӗҫленӗ чух хӗрелни те чух.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10542Хӗрсе ӗҫлесен Хӗресук та ывӑнать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10543Хир ӗҫӗ ир тӑнине юратать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10544Хир ӗҫне выҫ варла пуҫӑнмаҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10545Хир ӗҫне выҫ варла пуҫӑнсан тырӑ выҫӑ пулать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10546Хирӗлмесӗр хир ӗҫне тума ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10547Хирӗлсе тӑнипе хир ӗҫне ӗҫлеймӗн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10548Хирте ӗҫлесе хӗрмесен сулхӑнра выртнипе сӑн кӗмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10549Ху ӗҫлеме ӳркенсен Турӑ телей парас ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10550Хур тыт — ачусене ӗҫ пултӑр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10551Хура халӑхӑн хура тӑпра ҫине урине чикмесен хырӑмӗ тӑранаймасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10552Хысна ӗҫӗ пӗтмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10553Хытӑ ал тылла та чоптарать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10554Чашӑк ҫӑвас килмесен вӑник кошак осрас полать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10555Шаймӑк ҫын праҫникре ӗҫлеме пуҫлать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10556Шӑхӑрса пыман акана пушӑпа пыртараймӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10557Шӑхӑрса пыман акана ҫапса-хӗнесе пыртараймӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10558Шурӑмпуҫпе тӑракан юрлӑ пулас ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10559Шурӑмпуҫпе тӑрсан Турӑ укҫа парать теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10560Шурӑмпуҫпе тӑрсан шур ҫӑкӑр та ҫисе курӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10561Шуҫӑмпа тӑракан шур ҫӑкӑр ҫинӗ, хӗвелпе тӑракан пиҫӗ ҫӑкӑр ҫинӗ, кайран тӑракан кӑвас тӗп те тупайман.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10562Шуҫӑмпа тӑракан ылтӑн тупнӑ, хӗвелпе тӑракан кӗмӗл тупнӑ, кайран тӑракан пӑхӑр та тупайман.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10563Шухӑшу санӑн, ӗҫӗ манӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10564Шывлӑ ӗҫӗн усси те шывах.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10565Шывлӑ ӗҫленипе шыв арманӗ тытаймӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10567Ыр ӗҫ ик ӗмӗр пурӑнать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10568Ыр ҫын ир тӑрать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10566Ыранхи ӗҫпе паян хырӑм тулмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10569Ырашши пулсан виҫи пулать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10570Ырӑ ӗҫ ӗҫлесен мухтаҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10572Ырӑ ӗҫ ӳпкевсӗр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10571Ырӑ ӗҫ ырмасть, усал ӗҫ усӑ памасть теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10573Ырӑ ӗҫе ӳлӗме ан хӑвар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10574Ырӑ ӗҫе халӑх манмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10575Ырӑ ӗҫӗн ҫимӗҫӗ те ырӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10576Ырӑ ӗҫсем хут ҫинче, усал ӗҫсем пуҫ ҫинче.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10577Ырса акнӑ ыраш ырхан пулать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10578Ырса килсен ыйӑх тутлӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10580Эрнеччӗ те, паян эрне мар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10581Этем тени ӗҫпе паха.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10582Юлни юр айне пулать тет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10584Юлхав вӑкӑр пӗр ҫул ӗҫлет теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10585Юлхав ҫын ӗҫе ырана хӑварать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10586Юлхав ҫын праҫниксене астӑвать, ӗҫлемелли куна манать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх